Чӑваш чӗлхи
![]() Пӗтӗм чӑваш диктантне ҫыриччен шутлӑ кунсем юлчӗҫ. Орфографипе пунктуаци правилисене аса илтерсе ӗнер Чӑваш Енӗн вӗренӳ институчӗн пуху залне пуҫтарӑннӑ. Диктанта, сӑмах май, килте ларса ҫырма пулать.Ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче унӑн текстне 13.00 сехетре Чӑваш наци радиовӗн 105 Fm тата 72,41 УКВ хумӗсем ҫинче, Чӑваш наци телевиденийӗн официаллӑ сайтӗнче (www.ntrk21.ru) тӳрӗ эфирта итлеме пулӗ. Диктант бланкне http://chgign.ru сайтра вырнаҫтарнӑ. Копьютерпа Word форматпа ҫырнӑ (наборланӑ) е алпа ҫырнӑ текста сканерпа кӑларса диктанта вуласа пӗтернӗ хыҫҫӑн 10–15 минут хушшинче ҫак адреспа йышӑнӗҫ: totalnyi2018@yandex.ru Кӑҫал Александр Артемьевӑн прозӑлла сӑввине ҫыртарассине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Чӑваш чӗлхи
![]() «Паян вӗренӳ иститутӗнче Мӑн Тытӑҫу вӑйӑ ирттертӗм. 12 ушкӑн хутшӑнчӗ», — тесе ҫырнӑ тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенче пӗринче Александр Блинов чӑваш хастарӗ. Унта вӑл ҫырса кӑтартнинче эпир пӗр саманта асӑрхарӑмӑр, сире те ун пирки шухӑшласа пӑхма сӗнесшӗн. «Тӗрлӗ пулӑм мӗн чухлӗ ирттеретӗп те пӗрмаях пӗр пекрех иртсе каять. Пуҫламӑшӗнче ушкӑнсем пӗчӗк хӑтлав вырӑнне пӗр сехетлӗх хӑйне евӗрлӗ «пултарулӑх ушкӑнсене фестивалӗ» ирттереҫҫӗ», — ҫырнӑ вӑл. Пурте (пӗр ушкӑнсӑр пуҫне) халӑх тумӗсемпе килсе ҫитнӗ иккен. «Нихӑҫан та ҫак йӑла-йӗркине ҫӗнтерсе илме пулмасть пуль. Чӑваш чӗлхи 19-мӗш ӗмерти тумӗпе ассоциациленет, фольклор евӗрлӗ презентаципе...», — шухӑшне тӑснӑ Александр Блинов. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Ашмарин ЧӗмпӗртеХарпӑр шухӑш
Чӑваш чӗлхи
Николай Иванович Ашмарин 1920-1923-мӗш ҫулсенче Чӗмпӗрте пурӑннӑ, Чӗмпӗр чӑваш халӑх вӗрентӳ институтӗнче ӗҫленӗ, унта чӑваш чӗлхин теорилле курсне (е ҫавнашкал темиҫе курса) илсе пынӑ (студентсене вӗрентнӗ). Ман шутпа, ҫак пӗчӗк ҫеҫ пуплерӗшре палӑртнӑ информаци кашни ҫыншӑнах шутсӑр кӑсӑклӑ пулмалла. Шел пулин те, пире шкулта чӑваш историне пачах та вӗрентмеҫҫӗ е сахал вӗрентеҫҫӗ, ҫавна кура ҫакнашкал информацисем кашни чӑвашӑн оперативлӑ астӑвӑмӗнче ҫирӗпленнӗ теме май ҫук. Ҫапла калани мана хама та пырса тивет. Курӑр-ха, вӗрентӳ йӗркелӗмӗ институт шайӗнче (вуз!) ӗҫленӗ! Тата унта чӑваш ачисене Ашмарин хӑй вӗрентет! Николай Иванович Ашмарин Чӗмпӗрте. Ун чухне Николай Иванович Ашмаринӑн килйышӗ 8 ҫынран тӑнӑ, мӗнпурӗ 6 ача пулнӑ (ҫав ачасенчен пӗри инвалид пулнӑ тенине те илтнӗ). | ||
Чӑваш чӗлхи
![]() Александра Прокопьева «Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ – 2018» акцин сӑн-сӑпачӗ пулма И. Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн студенткине Александра Прокопьевӑна суйланӑ. Кун пирки Чӑваш халӑх сайтне диктанта хатӗрлекен йышӑну комиссийӗн пайташӗсем пӗлтерчӗҫ. Александра Прокопьева асӑннӑ университетӑн чӑваш тата вырӑс филологи факультечӗн 5-мӗш курс студентки. Вӑл Тӑвай районӗнчи Тӑрмӑш ялӗнче ҫӗртмен 7-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Гороскоппа — йӗкӗреш. Александра ячӗ пирӗн сайтра та пӗрре тухнӑччӗ — виҫӗмҫул вӑл чӑваш чӗлхине тӗпчесе «ЮНЭКО» форумра ҫӗнтернӗччӗ. Ҫавӑн пекех асӑнса хӑварас пулать: Тӑрмӑш хӗрӗ 2017 ҫулта Шупашкарта иртнӗ «Аслӑ Атӑл ҫамрӑклӑхӗ» конференци-фестивальте те палӑрнӑ. Пӗлтӗр ку тивӗҫе пурнӑҫлама наци радиовӗн дикторне Мария Самделовӑна суйланӑччӗ. | ||
Чӑваш чӗлхи
![]() «Тусӑмсем, сире валли кӑштах пуҫа ватмалли тӗслӗх... Ҫак кунсенче мӗн пур чӑваш тӗнчи чӑваш чӗлхи уявне паллӑ тума хатӗрленет... Вӑт ҫапла хисеплетпӗр эпир тӑван чӗлхене!!!», — тесе ҫырнӑ Фейсбукра Альбина Юрату сӑвӑҫ. Хӑйӗн сӑмахне ҫирӗплетме вӑл йыхрав хутне вырнаҫтарнӑ. Сӑмахӗ унта илемлӗ вулакансен СССР халӑх артистки Вера Кузьмина ячӗллӗ регионсем хушшинчи конкурсӗ пирки пырать. Ӑна Чӑваш Енӗн Культура, наци ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерствипе Халӑх пултарулӑхӗн республикӑри центрӗ ирттерет иккен. Альбина Юрату йыхраври йӑнӑшсене ручкӑпа чӗрмеленӗ те сӑн ӳкерсе тӗнче тетелне вырнаҫтарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Чӑваш чӗлхи
![]() «Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ» акцие кӑҫал та ирттерӗҫ. Вӑл яланхилле чӑваш чӗлхи кунӗнче, ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче пулӗ. Текста радиопа вуласа парӗҫ, ятарласа хатӗрленӗ аудиторисенче ҫырма май пулӗ. Йӗркелӳ комитечӗ паян пухӑнса тӗрлӗ ыйтусене сӳтсе яврӗ. Вӗсен йышӗнче: диктант текстне ҫирӗплетесси, радио эфирӗнче текста кам вулассине палӑртасси тата ыттисем. Чи пӗлтерӗшлисенчен диктант текстне суйласси пулчӗ. Йӗркелӳ комитетне пурӗ ҫичӗ текст ярса панӑ. Кунта Иван Яковлев пурнӑҫӗпе ҫыхӑннисем те, чӑвашлӑха ҫутатакансем те пулчӗҫ. Чӑваш чӗлхине халалланӑ икӗ текст пулчӗ: пӗри Г. Ефимовӑн «Сӑнарлӑ чӗлхемӗр — тӑван чӗлхе», тепри — Александр Артемьевӑн прозӑлла сӑвви. Йӗркелӳ комитечӗ «Салампи» авторӗн текстне суйларӗ. | ||
Сумлӑ сӑмах
Чӑваш чӗлхи
Ӗнер МИХсенче Юрий Исаева вӗренӳ институчӗн ректорне лартасси пирки хыпар тухрӗ. Паллах, паянхи сӑмах Юрий Николаевич ҫинчен мар пулӗ. Калаҫу чӑваш чӗлхи пирки. «Правда ПФО»-ри комментарисене вуланӑ хыҫҫӑн ман пӗр шухӑш кӑна ҫуралать: эпир, чӑвашсем, хамӑр чӑваш чӗлхипе, мӗн, выльӑхран та япӑхрах-им? Чӑвашӗсем хӑйсен пуҫӗсене мӗнле кӑна ҫӗкле пуҫлаҫҫӗ, хӑйсен прависем пирки аса илтереҫҫӗ — вӗсене тӳрех е Китая (тӗслӗхрен, мана) е Турцие хӑвалаҫҫӗ. Акӑ пӗр шухӑша цитатӑлатпӑр: Тролли и провокаторы - враги Чувашского и Русского народов пытаются навязать чувашский шовинизЪм. Считающих себя тюрками, здуйте в Турцию, - откуда получаете свой гешефт. Чӑваш чӗлхи хӑшӗ-пӗришӗн вӑкӑра тарӑхтаракан хӗрлӗ пир пекех! Чӑвашӗ вырӑсла калаҫать, вырӑсла ҫырать пулсан — пит йӗркеллӗ, никамӑн та хирӗҫ сӑмах калама сӑлтав ҫуралмасть. Мӗнле кӑна чӑвашла калаҫа пуҫлать — тӳрех чӑваш шовинисчӗ, тӳрех Турцие ӑсанмалли ҫын. Мӗншӗн тесен хӑйсем пӗлекен чӗлхепе мар калаҫать, вӗсемшӗн ют чӗлхепе. | ||
Сумлӑ сӑмах
Чӑваш чӗлхи
Вулаканӑн кӗскен ҫырса пыни
«Сувар» хаҫатра 2018-мӗш ҫулхи пуш уйӑхӗн 23-мӗшӗнчи 11-мӗш номерӗнче Ренат Харис паллӑ тутар сӑвӑҫӑн «Мӗлке» публицистикӑллӑ поэмӑн чӑвашла куҫарӑвне чӑваш халӑх поэчӗ Валери Туркай пичетленӗ. Ҫак илемлӗ литература произведенине тулли кӑмӑлпа вуласа тухрӑм. Поэмӑри содержани, пӗлтерӗшпе форма кирлӗ вырӑнтах. Литература илемлӗхӗ, гармони та чуна савӑнтарать. Публицистика, актуаллӑх, ҫивӗчлӗх — паянхи куншӑн паха пулни — питӗ паха. Хальхи вӑрҫӑлла ҫулсенче, 2014-мӗш ҫулта пуҫланӗ Украинӑри Донбассра, Сири ҫӗршывӗнче, эпир пурте пӑшӑрханатпӑр, кулянатпӑр. Сӑлтавӗ — Тӗнчере ҫӗнӗ Сивӗ вӑрҫӑ пырать. Часах Виҫҫӗмӗш Тӗнче Вӑрҫи тухма пултарать. Ҫакӑ ан пултӑр тесе автор питӗ тӗрӗс, ҫивӗч ҫырать. СССР вӑхӑтӗнче, тен, 1970-1980-мӗш ҫулсенче, ҫак ҫинчен чаплӑ совет, вырӑс сӑвӑҫ Андрей Вознесенский сӑвӑсем ҫырнӑ. Унӑн йӗркисем халь те асра: «Девять, восемь, семь, один, Йоко Оно, Грэхэм Грин». Тата ядерлӑ ракетӑсем ҫинчен: «... И вырву кнопку с проводами!» … Ренат Харисӑн ҫӗнӗ поэмине пирӗн чаплӑ чӑваш сӑвӑҫ Валери Туркай питӗ ӑста куҫарнӑ. | ||
Харпӑр шухӑш
Чӑваш чӗлхи
Чӑваш чӗлхи атте-анне ҫинче ҫеҫ тытӑнса тӑраймӗ Пире атте-анне тӑван чӗлхене вӗрентет. Анчах та тӑван чӗлхе атте-анне ҫинче ҫеҫ тытӑнса тӑма пултараймасть. Хальхи саманара ҫакӑ пушшех те тӗрӗс. Акӑ эпир чӑвашла калаҫатпӑр, ҫыратпӑр, вулатпӑр. Ҫак япала хӑшне-пӗрне хӑйне хӑй пулса пырать пек туйӑнать пулмалла. Анчах та ку пачах та апла мар. Тӗнчере нимӗн те хӑйне хӑй, хӑй еккипе пулса пымасть. Пурин те хайӗн йӗрки пур. Эпир ҫакнашкал хамӑр чӗлхепе усӑ курассишӗн нумай-нумай ҫын тар кӑларса тӑрӑшнӑ. Атте-анне ҫеҫ мар! Тӑрӑшнӑ вӗрентевҫӗсем, методистсем, чиновниксем, политиксем, ҫыравҫӑсем, мусӑкҫӑсем, ӑславҫӑсем... Пинӗ-пинӗпе! Ҫавсем тӑрӑшман пулсан паян ним те пулас ҫукчӗ. Чӑваш чӗлхи атте-анне ҫинче ҫеҫ тытӑнса тӑраймӗ Ӗнтӗ миҫемӗш ҫул ӗнтӗ пирӗн пуҫа минретеҫҫӗ: ятарласа патшалӑх тӑрӑшни ним тума та кирлӗ мар, ашшӗ-амашӗ чӑвашла вӗренткелени те ҫитӗ! | ||
Чӑваш чӗлхи
![]() Унчченхи ҫулсенчи ырӑ йӑлана тӑсса пӗтӗм чӑваш диктантне кӑҫал та ҫырӑпӑр. «Чӑваш чӗлхи кунне тата И.Я. Яковлев ҫуралнӑранпа 170 ҫул ҫитнине халалласа Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ, Чӑваш Республикин вӗренӳ институчӗ, «Хыпар» хаҫат редакцийӗ, Чӑваш наци радиовӗ, Чӑваш наци телекуравӗ, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗ тата И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗ акци ирттересси ҫинчен пӗлтереҫҫӗ», — хыпарланӑ ӗнер ЧПГӐИ. Диктант ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче чӑвашсем пурӑнакан тӗрлӗ вырӑнти ял-хулара иртмелле. Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ кӑҫалхи диктант тексчӗн конкурсне ирттерет. Текстра 160-а яхӑн сӑмах ҫеҫ пулмалла. Вӗсене ҫырупа е электронлӑ почтӑпа ҫитерме пулать. Ыйтса пӗлмелли телефон номерӗсем: 45-07-87, 45-02-58, 45-06-26; e-mail: human2000@yandex.ru. Институт адресӗ: 428015, Шупашкар хули, Мускав проспекчӗ, 29/I, ЧПГӐИ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.05.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 18 - 20 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Фёдоров Михаил Фёдорович, чӑваш этнографӗ, ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
| Васан Анатолий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Н.В. Фёдоров Республика кунне патшалӑх уявӗ шутне кӗртнӗ. | ||
| Республика кунне патшалӑх уявӗсен шутне кӗртнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |